Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш чӗлхи

Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ял тӑрӑхне Раҫҫей шайӗнчи тӗпчевҫӗсем килсе ҫитнӗ. Мӗн шыраса тетӗр-и? Шыраҫҫӗ ҫав. Анчах укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ мула мар. Халӑхӑн ламран лама куҫса пыракан туприне палӑртасшӑн — хальхи вӑхӑтри калаҫӑва тата диалектсене.

Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн ӗҫченӗсен ӗҫне асӑннӑ заведенин Уралпа Алтай пайӗн профессорӗ Олег Мудраков ертсе пырать. Вӗсем Раҫҫей тюркологӗсен канашӗн «Тӗрӗк халӑхӗсен диалектологийӗ» программине пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Халӗ пухакан материалсем диалектсем арканичченхи тапхӑрччен, тепӗр майлӑ каласан, 14-мӗш ӗмӗрччен, чӑваш чӗлхи епле янӑранине палӑртма май памалла иккен.

 

«Хавал» обществӑлла халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкарти троллейбус управленине тӗп хулари троллейбуссем ҫинче чӑваш тата вырӑс чӗлхине пӗр тан праваллӑ тума ыйтса ҫыру янӑ. Унӑн копийӗ «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫатра та пур-мӗн.

Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта общество чарӑнӑвӗн вырӑнӗсене икӗ чӗлхепе калаҫҫӗ-ха. Анчах «Асӑрханӑр, алӑк хупӑнать», троллейбусран тухас умӗн япаласене илме манмалла маррине, ҫул укҫи тӳлемеллине аса илтерекен тата ытти ҫавӑн йышши сӑмаха вырӑсла кӑна пӗлтереҫҫӗ.

«Хавал» ун пек пӗлтерӳсене икӗ чӗлхепе — чӑвашла тата вырӑсла — калама чӗнсе калать. Тата республика Конституцийӗн 8-мӗш статйинче пӑхнине тӗпе хурса: малтан чӑвашла каламалла, унтан — вырӑсла.

Асӑннӑ общество организацийӗ троллейбусра вырӑсла ҫырса хунӑ «Кӗмелли» (вӗсен вариантӗнче: Кӗме), «Тухмалли» (Тухма), «Ан таянӑр» йышши сӑмахсене те чӑвашла ҫыртарттарасшӑн. Кондукторсемпе водительсене вара «Эпӗ чӑвашла та, вырӑсла та калаҫатӑп» бейджикпа тивӗҫтерттересшӗн. Ку сӗнӳсене икӗ патшалӑх чӗлхиллӗ регионсен тӗнчери опытне тӗпе хурса хатӗрленӗ иккен. Ҫырӑвӑн копине республикӑн транспорт тата суту-илӳ министрӗ Михаил Янковский патне ҫитернӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1143.html
 

Судра. Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ
Судра. Н. Плотников сӑнӳкерчӗкӗ

Муркашра паян Илле Ивановпа «Сӗтев» хаҫата айӑплакан черетлӗ суд иртрӗ. Ларӑва килнисен умӗнче ыйтусем ҫине Романова Тамара тата ФСБ ӗҫченӗ хуравларӗҫ.

Патшалӑх канашӗн депутачӗ пулнӑ Тамара Романовӑна суда айӑплакан ен чӗнсе илнӗ имӗш. Хӑйӗн сӑмахӗнче вара Тамара Ивановна Илле Иванова майлӑ тухса калаҫнӑ — статья ун шухӑшӗпе хавшакрах пулса тухнӑ, авторӗн ӑна ҫивӗчрех ҫырмалла пулнӑ иккен. Статьяра имӗш чӗлхене хӗсӗрлени пирки кӑна мар, халӑха хӗснине те (кунта вӑл Г.С. Лебедев ячӗллӗ интернат лицее хупнине асӑнчӗ), айӑплӑ ҫынсен хушамачӗсене те каламалла пулнӑ иккен. Юлашки тапхӑрта чӑн та чӑвашлӑха ура хуни нумайланчӗ — аслӑ шкулсенче чӑваш кафедрисене ыттисемпе пӗрлештереҫҫӗ, чӑвашла хаҫатсене пӗр ҫыхха пухаҫҫӗ, тата ыт.те. Наци телекуравӗн ертӳҫине суйлама пултарайманни те халӑха пулӑшмасть ӗнтӗ.

Ларӑвӑн иккӗмӗш пайӗнче ФСБ ӗҫченне ыйтусем пачӗҫ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх вӗсен служби следстви ирттерсе статьяна Илле Иванов ҫырнине палӑртнӑ. Ҫакна телефон калаҫӑвне итленӗ май пӗлме пултарнӑ имӗш.

Малалла...

 

Л.П. Сергеев
Л.П. Сергеев

Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорӗ Л.П. Сергеев «Чувашский язык: диалектологический аспект. Том 1, 2» (Шупашкар: Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, 2008) кӗнекешӗн Чӑваш Республикин 2012 ҫулхи патшалӑх премине илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Ку кӗнекере Чӑваш Республикинче тата республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсен пуплевӗн уйрӑмлӑхӗсене тишкернӗ, диалектологи карттипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ.

Кӗнекере учёнӑйӑн нумай енлӗ ӗҫӗн чи кӑсӑкланса тунӑ пайне пӗтӗмлетнӗ теме пулать, мӗншӗн тесен Леонид Павлович ӑслӑлӑх ҫулне диалектологирен пуҫланӑ, хӑйне яланах диалектолог тесе шутланӑ.

Диалектолог ӗҫӗ — чи йывӑр ӗҫ, мӗншӗн тесен яланах вӗҫӗмсӗр ҫӳревре пулмалла, пур ҫӗрте те ҫынсемпе калаҫмалла, ҫынсен калаҫӑвне итлеме тата илтме пӗлмелле, калаҫнине ҫырса илме ӗлкӗрмелле, мӗн ҫисе ӑҫта выртса-тӑрса пурӑнас пирки те шухӑшламалла. Тӗпчевҫӗ йывӑрлӑхсенчен хӑраман, ҫанталӑк юрлӑ е ҫумӑрлӑ пулнине пӑхман – район хыҫҫӑн района кайнӑ, ял хыҫҫӑн яла утнӑ. Кутамккара куллен кирлӗ япаласем пулнӑ, алӑра — пӑт ытла таякан магнитофон.

Малалла...

 

Эдуард Мочаловӑн ҫӗнӗ плакачӗ
Эдуард Мочаловӑн ҫӗнӗ плакачӗ

Ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Муркашра «Сӗтев» хаҫатри статьяпа ҫыхӑннӑ судӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Илле Иванов айӑплав хутне татах та чӑвашла вулама ыйтнӑ пулин те ку хутӗнче те судьяна хӑй май ҫавӑрайман.

Ку ларура йӗрлев материалӗсен 1-мӗш томне пӑхса тухма пуҫӑннӑ иккен. Чи малтанах Чулхула облаҫри университет асӑннӑ хаҫатри статьяна хак панине вуласа панӑ тата Роскомнадзор пӗтӗмлетӗвне. Столбов хӳтӗлевҫӗ Чулхула облаҫри Чуприков экспертпа Роскомнадзор ӗҫченӗсене ларӑва чӗнме ыйтнӑ, кунпа судья килӗшнӗ.

Чӗрӗтле ларӑва ҫӗртмен 17-мӗшӗнче ирттермелле пулнӑ та, анчах Илле Иванов чирлесе ӳкнине пула вӑл хӑҫан иртесси хальлӗхе паллӑ мар-ха.

Ҫак ӗҫ-пуҫа сӑнанӑ май тӗлӗнсе хытса кайма та хатӗр. Пӗр енчен пӑхсан пӗлтерӗшсӗр ыйтӑва ҫапла трагедилеме кирлехччӗ-ши? Демократилле ҫӗршывра пурӑнатпӑр пуль, вара ҫын ирӗкнӗ, сӑмахӑн ирӗкне шута хумаллах пуль. Нивушлӗ асӑрхаттарупа ӗҫ вӗҫленме пултарман? Тӳре тыткаларӑшне сӑнасах паллӑ — ку ӗҫ-пуҫӑн пӗтӗмлетӗвӗ Ивановшӑн ӑна хирӗҫ вӗҫленни такама хытах кирлӗ.

Ҫав-ҫавах суд тӗрӗс йышӑну тупасса шанас килет.

Малалла...

 

Судра. Тимӗр Акташ сӑнӳкерчӗкӗ
Судра. Тимӗр Акташ сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, Муркаш район судӗнче Илле Иванова экстремизм енӗпе айӑплас тӗлӗшпе виҫҫӗмӗш лару иртнӗ. Пӗрремӗшӗ ҫӑвӑн 24-мӗшӗнче пулнӑччӗ, иккӗмӗшӗ — ҫӗртмен 4-мӗшӗнче.

Аса илтеретпӗр: Илле Иванова «Сӗтев» хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшӑн явап тыттарасшӑн. Пуҫилле ӗҫе Сергей Трихалкин судья ертсе пырать, ҫыруҫи — Наталья Павлова. Патшалӑх айӑплавҫи — Алексей Чернов. Илле Иванова хӳтӗлекенсем: Николай Столбов, Николай Лукианов тата Борис Чиндыков ҫыравҫӑ. Тимӗр Акташ журналист пӗлтернипе Эдуард Мочалов та инҫе марччӗ — вӑл ҫурт умӗнче пӗчченле пикет йӗркеленӗ иккен. Суд пӳлӗмӗнче тата Юрий Сан ҫыравҫӑ, Юрий Кузнецов пенсионер, Шупашкартан килнӗ журналист тата видео-оператор пулнӑ. Илле Иванов чӑвашла калаҫнӑран унӑн сӑмахӗсене вырӑсла Ольга Шарипова куҫарса пынӑ.

Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх ӗҫе пикенсенех айӑпланакан маларах иртнӗ ларусенчи протоколсене пӗтӗмпех тӗплӗ ҫырманнине, вӗсенче йӑнӑшсем пуррине пӗлтернӗ — ҫак кӑлтӑксене тӳрлетме сӗннӗ.

Малалла...

 

Ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче чӑваш наци радиовӗнче тӳрӗ эфирта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев халӑха кӑсаклантаракан ыйтусем ҫине хуравлани пирки пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ. Радио итлекенӗсем тӗрлӗрен ыйтусем панӑ, вӗсен хушшинче тӑван чӗлхен йывӑрлӑхне хускатни те пулнӑ-мӗн.

Муркаш районӗнче пурӑнакан республика тӗп хулинче чӑваш чӗлхине тивӗҫлипех хисеплеменни ҫинчен калаҫнӑ. «Шупашкара пырсан чӑваш хулипе пынӑн туймастӑп — ют патшалӑхри пек. Реклама — чӑвашла ҫырни ниҫта та ҫук. Ытти ҫӗрте те ҫавах, Муркаша мар — Моргаушине кӗретпӗр. Уявра-мӗнре те чӑвашла калаҫмаҫҫӗ...» — шухӑшне пӗлтернӗ вӑл.

Республика Элтеперӗ асӑннӑ ыйтӑва тӗпе хурса Шупашкарта тӑван чӗлхене ытларах сарасси ҫинчен ҫӗнӗлӗхсем кӗртме шантарать. Тӳре-шара те ку ӗҫ-пуҫ валли укҫа-тенкӗ уйӑрса пама хатӗр имӗш.

— Эпӗ республика ертӳҫинче ӗҫлеме пуҫласанах кун пирки ҫынсем ыйтнине кура Тӗнче тетелӗнчи сайта чӑвашлатрӑмӑр. Тӗрлӗ реклама-растяжкӑна илес тӗк — йышӑнмалла, ку ҫитменлӗхе пӗтерме тӑрӑшӑпӑр.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62994.html
 

Диктант ҫырнӑ вӑхӑтра
Диктант ҫырнӑ вӑхӑтра

Ӗнер Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне Чӑвашсен пӗрлехи экзаменӗнче «пиллӗк» паллӑ илнисене чыслама пухнӑ.

Аса илтеретпӗр, ун пек тӗрӗслеве кӑҫал пуҫласа ирттерчӗҫ. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, йӗркелерӗҫ. Тӑван чӗлхене, тӗрӗсрех, чӑваш чӗлхин хальхи правилисене, епле пӗлнине тӗрӗслеме республикӑра тата унӑн тулашӗнче пурӑнакан 2 пин ытла чӑваш хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче студентсемпе вӗренекенсем, учительсемпе журналистсем, вӗренӳ министрӗ таранах пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем чӑваш патшалӑх педагогика университетне пухӑннӑ, чылайӑшӗ Чӑваш наци радиовӗ умне пухӑнса ларнӑ, унта вуласа пани тӑрӑх шӑрҫаланӑ.

Диктант ҫырма ларнисенчен 171-шӗ ӗҫе «пиллӗклӗх» пурнӑҫланӑ. Вӗсене чыслама диктант авторӗ — чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата ӗҫе хаклама хутшӑннисем пуҫтарӑннӑ.

 

Чӑваш патшалӑх университечӗн сайчӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци вӗҫленни пирки пӗлтерет. Тӗрӗслев комиссине пӗтӗмпе 2304 ӗҫ ҫитнӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче хӑй пӗлӗвне 251 ҫын тӗрӗсленӗ, ыттисем хӑйсем пурӑнакан вырӑнта ҫырса ӗҫӗсене интернетпа ярса панӑ. Пӗтӗм ӗҫрен 1736 диктанта шута илнӗ, ыттисене хакланисен ретне кӗртме май килмен — техника сӑлтавӗсене пула (сканерпа куҫа курӑнмалла кӑларман, чылайӑшӗн е пуҫламӑшӗ, е пӗтмӗшӗ ҫук) тӗрӗслев комиссийӗ вӗсене пӑхса тухайман.

Хаклава тивӗҫлӗ ӗҫсенчен «5» палла тивӗҫнисем — 171 (9,8 %), «4» паллӑ илнисем — 677 (39 %), «3» паллӑ илнисем — 376 ( 21,7 %), «2» паллӑ илнисем — 512 ( 29,5 %).

«3» тата «2» паллӑ илекенсен хушшинче ытларах шкул ачисем, мӗншӗн тесен кӗҫӗнрех классенче вӗренекен ачасем тӗрӗс ҫырмалли правилӑсене пурне те вӗренсе ӗлкӗреймен. Шкулта 9 класс пӗтернӗ тӗле ҫеҫ орфографи тата пунктуаци правилисене туллин пӑхса тухаҫҫӗ, «Пӗтӗм чӑваш диктантне» вара шкул ачисем 5 класран пуҫласах хутшӑннӑ.

Малалла...

 

Владимир Иванов та ҫырать
Владимир Иванов та ҫырать

Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие пурӗ 2300 ҫынна яхӑн хутшӑннӑ — шкул ачисемпе вӗсене пӗлӳ паракансем, студентсем, артистсем, журналистсем, пенсие тухнисем тата ыттисем. Ҫав шутра тӳре-шара та пур.

Диктанта Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов та ҫырнӑ. Вӑл акцие мухтанӑ, Чӑваш чӗлхин кунӗ умӗн ҫавнашкал пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприяти ирттерни питӗ аван пулнине палӑртнӑ. Малашне ҫак пулӑм республика тулашне те, вӑл шутра чикӗ леш енне те сарӑласса шанса каланӑ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер хатӗрленӗ текста И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен хушшинче Раҫҫей шайӗнче мала тухнӑ Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче ӑс паракан Александр Степанов вуланӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, 143, [144], 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, 154, ... 159
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 26

1911
113
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын